Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртура — пулăçсем

Ăмăртура — пулăçсем

Иртнĕ шăматкун пулăçсем Кĕçĕн Таяпа территори пайне пуçтарăннă.

Пулă тытма кăмăлланă Р.В.Соловьева асăнса Таяпа Энтри ялĕ çумĕнчи пĕвере округсем хушшинчи 16-мĕш турнир иртнĕ. Ăна Родион Васильевичăн ывăлĕ Александрпа унăн тусĕ Сергей Пчелов йĕркелесе ирттерчĕç.

Виçшер çынран тăракан 7 команда çак кун тĕрлĕ конкурсра тĕрĕсленчĕ. «Чи нумай пулă тытакансем» номинацире «Патреккел» команда (Н.Петров, В.Вершков, Ю.Семенов) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Çак номинацирех «Интернационал» (А.Чернов, А.Ишмуратов, В.Доброхотов) — иккĕмĕш, «Туслăх» (Г.Лаврентьев, И.Долгов, П.Долгов) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. «Чи вăр-вар пулă тытакан» номинацире Н.Петров, «Пăра чи малтан шăтаракан» — Д.Сулагаев, «Çĕнтерỹшĕн ăнтăлакан» — В.Вершков, «Чи ăслă пулăç» В.Ситов, «Чи çамрăк пулăç» — Д.Езюков, «Чи пысăк пулă тытакан» — В.Доброхотов, «Чи пĕчĕк пулă тытакан» номинацире Г.Лаврентьев çĕнтерчĕ.

Çĕнтерỹçĕ-пулăçсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕç.

Пулăçсем çак кун çут çанталăкра канма, пулă шỹрпи çинĕ май пĕр-пĕринпе кăмăллăн калаçма пултарчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсенче: Н.Петров, В.Доброхотов, В.Вершков, Ю.Семенов пулăçсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code